Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXXI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Каллех ак ҫитрӗ ҫуркунне:
Юр ирӗлет, ванать пӑр шавлӑн,
Кусать юр шывӗ пит васкавлӑн.
Ҫӗр улӑштарчӗ хӑй тумне.
Шӑтса тухать те ҫӗнӗ курӑк,
Ҫӳле маттуррӑн чӗвенет.
Сӗткен вылярӗ, тупрӗ ҫурӑк:
Ав, шурӑ хурӑн йӗпенет.
Симӗсленет тӗнче; хавассӑн
Чӗре тапать-ҫке кӑкӑрта.
Ҫын савӑнать, халь тем тӑвассӑн —
Ӑна ҫурхи кун хӑпартать.

Чечекӗн савӑнӑҫӗ вутлӑ:
Ҫуралчӗ ывӑл, пачӗ сас.
«Ах, пултӑрччӗ телейӗ утлӑ».
Ашра уяв — чӗри хавас.
Анчах тӑшман пур: чун сӳлерӗ,
Пӗтерчӗ канӑҫа пачах;
Хӑр шухӑшпа Ишут ҫӳрерӗ,
Тытасшӑн супрӗ хӗл каҫах.
Чечек пит шикленет ачишӗн,
Чӗри ҫунать теме пӗлсе...
«Тӗнче, эс ывӑлӑма йышӑн,
Пар ырӑ пурнӑҫ эп вилсен».

...Хӑрушлӑх ҫитрӗ: хӑвалаҫҫӗ.
Хӗр ҫӗтересшӗн хӑй йӗрне,
Анчах йӗри-тавра шавлаҫҫӗ...
Утне сиктерчӗ шыв хӗрне.
Кӗрлет ейӳ, юхать сар Энӗш:
Хума хум шавлӑн хӑвалать.
«Ах, пур-мӗн пурнӑҫӑн тӳнтермӗш:
Ялан чула чул якатать».
Чечекӗн чунӗ кӑварланнӑ,
Вырнаҫаймасть вӑл кӑкӑрта.
Те чӗрипе вӑл каварланнӑ —
Таҫта чӗнеҫ турта-турта.

Пӗлет Чечек: ун ҫӑлӑнмашкӑн,
Тем шутласассӑн та, май ҫук.
«Ах, ӗмӗр иртрӗ питӗ вашкӑн
Хаваслӑн пурӑнмалла чух...»
Хӑй ушкӑнне чӗнсе пуҫтарчӗ,
Каларӗ шутласа ӑнпа:
«Каҫарӑр, манӑн пурнӑҫ карчӗ,
Курнать, вӗҫленчӗ ҫакӑнпа.
Халь вӑхӑт пур, васкав саланӑр
Тӑшман пире ҫакма пӑхать...
Ман ывӑла, ыйтап, ан манӑр,
Ӳстерӗр — тӑстӑр вӑл йӑха».

Чечек, ак, юлчӗ пӗчченех.
Вӑл канӑҫлӑ: ун ҫук пӗр айӑп.
Вӑл ҫылӑхсӑр; вӑл ӑмӑрт кайӑк
Пулма ҫуралнӑ тӗнчене.
Тискер сассем: «Кунта вал! Килӗр!»
Хавассӑн пӗр-пӗрне чӗнеҫ.
Перет, перет Чечек: «Ак илӗр
Вӗри те тутлӑ кучченеҫ...
Кавруҫ, санпа эп... Вилӗм ҫитрӗ...» —
Чечек чалт! сикрӗ авӑра.
Хумӗсемпе куляннӑн витрӗ
Ват Атӑл харсӑр паттӑра.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-11 12:25:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2546 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем